«Нарспи» поэма авторне – пуçкăшăль»

Тăван чĕлхе – атте ăс-пуçĕ,

Тăван чĕлхе – анне сасси!

Тăван чĕлхесĕр шалкăм хуçĕ

Тăван чĕлхе вăл – пуласси.

 

         Паян Юнкăри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни пуçланчĕ. Уява уçса чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Михалкина И.Г. 8 класра «Нарспи» поэма авторне – пуçкăшăль» уçă урок пачĕ. Уракра çĕнĕ технологипе усă курса сăмах вĕççĕн К.В. Иванов çуралса ÿснĕ Пушкăрт республикинче пулса курчĕç. К.В.Ивановăн вилĕмсĕр «Нарспи» поэминчи сăнарсемпе тĕл пулчĕç. Урок питĕ кăсăклă пулчĕ.

       Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Шандимирова Н.В. 5 класра вĕренекенсемпе «Çĕр-шывăм, Чăваш çĕр-шывĕ» викторина ирттерчĕ. Викторина çĕнтерÿçи Игнатьева Лейла пулчĕ.