«Ача-пǎча чĕлхипе» вǎйǎ
Ака уйǎхĕн 19-мĕшĕнче 8 класра вĕренекенсемпе Шандимирова Н.В. «Ача-пǎча чĕлхипе» вǎйǎ ирттерчĕ. Каччǎпа хĕр шǎрши кĕме пуçланǎ пулин те вĕсем пĕчĕккисен чĕлхине манман иккен. Хǎйсен ачалǎхне аса илсе сурчǎк сирпĕтсех машина тĕксе чупрĕç, сǎпка юрри юрларĕç, хǎвǎрт каламалли сǎмахсене каласа савǎнчĕç. Чи кулмалли самант - пĕчĕккисен чĕлхипе каланǎ сǎмахсене тупни.