Чăваш чĕлхипе литература эрнине халалласа ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче „Салют” культура керменĕн пĕчĕк залĕнче «Тăван чĕлхене вĕрентме, ачасене воспитани пама этнопедагогика майĕсемпе усă курасси» темăпа наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ, унта чăваш чĕлхине вĕрентекенсем, методистсем, ăсчахсем хутшăннă.
Конференци хыççăн хастар та пултаруллă вĕрентекенсене Хисеп Хучĕсем парса чысларĕç. Пирĕн шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Шандимирова Н.В. çавăн пек пултаруллă вĕрентекенсен йышĕнче пулнишĕн савăнатпăр, вăл та Хисеп Хутне тивĕçнĕ.