Чăваш чĕлхи кабинечĕсен конкурсĕн çĕнтерÿçи

Кашни çулах ака уйǎхĕнче чăваш чĕлхипе литератури кабинечĕсен конкурсне ирттереççĕ. Республикǎри конкурса хутшǎнма Юнкǎри пĕтĕмĕшле вǎтам пĕлÿ паракан шкулти чǎваш чĕлхипе литература кабинечĕ (кабинет ертÿçи Шандимирова Н.В.) тивĕç пулчĕ. Кабинета  пуянлатас, илемлетес енĕпе чарăнмасăр ĕçлени сая каймарĕ, «Ял шкулĕсен чăваш чĕлхипе литератури кабинечĕсенчен чи лайăххи» номинацире 3 вырǎна çĕнсе илме пултарчĕ.