2011 çулхи чук уйăхĕн 28–29-мĕшĕсенче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче Яков Гаврилович Ухсай çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă «Çĕр поэчĕ: Ухсай Яккăвĕн пултарăвенчи хресчен тата çĕр шăпи» регионсен пĕрлехи ăслăлăхпа ĕçлĕх конференцийĕ иртрĕ.
Пирĕн шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен, хисеплĕ таврапĕлÿçĕ, Шандимирова Н.В. та «Ухсай Яккăвĕн хайлавесенчи çут çанталăк символĕсем» докладпа тухса калаçнă.