Чăваш чĕлхипе литература эрни пуçланчĕ

Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ, Аслă Вĕрентекенĕмĕр, пирĕн патриархăмăр - çак чаплă сăмахсем пурте Иван Яковлевич Яковлев çинчен. Мĕншĕн-ха пирĕн халăх ăна çапла пысăка хурса хаклать? Мĕншĕн тесен вăл пурнăçĕ тăршшĕпех тăван халăхне тĕттĕмлĕхрен, чухăнлăхран хăтарас, унăн культурине чи вăйлă аталаннă нацисен шайне çити çĕклес тесе тăрăшнă. Тÿре-шарасем чăрмав кÿнине, ытти йывăрлăхсене пăхмасăр И.Я.Яковлев хăй умне лартнă тĕллев патнелле çирĕппĕн утнă. 1868 çулта вăл Чĕмпĕрте чăваш, тутар, мăкшă ачисем валли шкул уçать, малтанхи вăхăтра ăна хăй укçипе тытса тăрать. 

 1871 çулта Иван Яковлев хăйпе пĕр шухăшлă çынсем пулăшнипе чăваш алфавитне йĕркеленĕ, пĕрремĕш чăваш букварьне тата вĕренÿ кĕнекисем пичетлесе кăларнă. Çапла майпа вăл чăваш çырулăхне, литературене ирĕклĕн аталантармашкăн çул уçнă.

Иван Яковлевич Яковлев Атăл тăрăхĕнчи халăхсем валли вуншар шкул уçнине те, унти вĕренÿ ĕçне йĕркелесе, пăхса тăнине те манар мар. Патша саманинче вырăс мар халăхсене хутла вĕрентме ирĕк илмешкĕн питĕ йывăр пулнă. Çавăнпа Иван Яковлевича чăвашсем кăна мар, ытти халăх çыннисем те пысăка хурса хаклаççĕ.

Аслă Вĕрентекенĕмĕр тунă пысăк ĕçе эпир, чăваш çыннисем, çулсем иртнĕçемĕн тата ытларах хаклатпăр.

И.Я.Яковлева сума суса Юнкăри вăтам шкулта та чăваш чĕлхипе литература эрни пуçланчĕ.

Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче 9-10 класс ачисем И.Я.Яковлев кун-çулне, пултарулахне тĕпе хурса йĕркеленĕ презентацисемпе паллаштарчĕç.