«Чăваш республикин символĕсем» уçă мероприяти

Тăван çĕр-шыв пуçланать атте-анне килĕнчен,  тăван тавралăхран, кил умĕнчи йывăçран…  Çĕрĕм –шывăм тетпĕр эпир хамăр  çуралнă кĕтесе, çаран-улăха, ката-вăрмана. Чăваш Ен,  Чăваш çĕр-шывĕ – илемлĕ янăраççĕ çак сăмахсем, пурте пултăрччĕ чĕлхере, ан çухалтăрччĕ. Ăна сума суса Чăваш Енĕн хăйĕн патшалăх гимнĕ, ялавĕ тата гербĕ пур. 

     Шкул ачисен кашнийĕн ака уйăхĕн 29-мĕшĕ – Чăваш Республикин символĕсен кунĕ пулнине пĕлмелле. Чăваш Республикин патшалăх символĕсене пĕлни – чăваш çĕрĕ çинче пурăнакан кашни çыннăн сăваплă тивĕçĕ. 3 класра вĕренекенсемпе Яндараева О.М. «Чăваш республикин символĕсем»   уçă мероприяти ирттерчĕ.