Чǎваш халǎх ǎсчахĕ Г.Н.Волков çырнǎ сǎмахсемпе асран тухмаççĕ: «Чǎваш йǎли-йĕркинче мĕн чуль ǎс-тǎн пуянлǎхĕ… Пĕтĕм тĕнче ǎс тǎнĕ, ǎс-хакǎлĕ, тĕнче илемĕ чǎвашра пуçтарǎнман-ши?
Халь манǎçма пуçланǎ ĕнтĕ. Чĕртсе ярасчĕ, аса илесчĕ – унcǎрǎн эпир минреве тухса пыратпǎр ерипен. Эпир кǎна-и? Чǎваш культурисĕр тĕнче культури те катǎк, уксах, мĕскĕн…
Чи вǎйли мĕн-ха чǎваш культуринче? Асатте-асаннене, атте-аннене, çав тери пысǎка хурса хаклани. Вĕсем вĕрентнисене ǎша хурса, ǎcа илсе пурǎнни?»
Юнкăри вăтам шкулта вĕренекен çамрăк таврапĕлуçĕсем Г.Н.Волков сăмахĕсене чунпа парăннă тесен те намăс пулмасть. Юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче тĕпчев ĕçĕсене тата экспедици дневникне хÿтĕлеме "Мерчен" экспедиции ушкăнне (ертÿçи - Шандимирова Н.В.) Шупашкара йыхравланă. Çак ушкăнри ачсем (Шандимирова И., Иштудова И., Илугина Т., Игнатьева Л., Михайлова И., Тепеева А.) экспедици дневникне ăста хÿтĕлеме пултарчĕç, 2 вырăна çĕнсе илчĕç.
Çамрăк таврапĕлÿçĕсене те, ертÿçине те ăнăçу сунар!