«Ачасен харкамлăх, пĕрлĕхлĕ тата хăйне йĕркелесе пĕлÿ илмелли пултарулăхне аталантарасси» темăпа семинар иртрĕ

Чăваш филологийĕпе этнокультура вĕренĕвĕн кафедрипе лабараторийĕ раштав уйăхĕн 11-мĕшĕнче «Ачасен харкамлăх, пĕрлĕхлĕ тата хăйне йĕркелесе пĕлÿ илмелли пултарулăхне аталантарасси» темăпа семинар ирттерчĕ. Семинара тĕрлĕ районĕсенчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем пухăнчĕç. Пĕлĕве ÿстерес тата вĕрентес ĕçри ăсталăха  çивĕчлетес тĕллевпе  Шандимирова Н. В. çав семинара хутшăнчĕ.