Ака уйăхĕн вĕҁĕнче чăваш чĕлхипе литература эрни иртрĕ. Тăван чĕлхене юратнине, хисепленине ачасем хăйсен ĕҁĕсем урлă кăтартрĕҁ. Чи малтанах пĕтĕм чăваш диктантне ҁырма хутшăнтăмăр. Унта пурĕ 7 ача тата виҁĕ вĕрентекен хутшăнчĕҁ.
1. «Юрататăп хамăн тăван чĕлхене» сочинени конкурсенче уйрăмах Елена Григорьевна вĕрентекен 3 класс ачисем хастарлă пулчĕҁ. 1-мĕш вырăн Салдакеева Ксения тата Александров Александр ҁырнă сочинени, 2 вырăн-Шишкин Дениспа Романов Денисăн тата Никольский Егорăн ĕҁĕсем, 3 вырăна Макарова Ирина ĕҁĕ тивĕҁлĕ пулчĕҁ.
5-11 классем хушшинче 9 класра вĕренекен Ильина Евгенийăн ĕҁĕ малти вырăн йышăнчĕ.2-мĕш вырăн -7 класра вĕренекен Никольская Ульяна, 3 вырăн- 6 класра вĕренекен Тепеев Константин ҁĕнсе илме пултарчĕҁ. Конкурса пурĕ 19 сочинени тăратнă.
2. Эссе ҁыракансен конкурсĕнче 1 ĕҁ кăна пулчĕ. 9 класра вĕренекен Шурнеева Анастасия ĕҁĕ питĕ кăмăла кайрĕ.
3.И.Я.Яковлев калавĕсем тăрăх тунă ӳкерчĕксен конкурсĕнче хăйсен пултарулăхне Огадярова М.П. вĕрентекен ачасем уйрăмах хастарлă пулчĕҁ. 1 вырăна Тепеев Евгений «Сармантей» ӳкерчĕкĕ тухрĕ, 2 вырăн-Бархаткин Матвей , 3 вырăн- Цветков Матвей йышăнчĕҁ.
4. « Чăваш тĕррисен» конкурсĕнче 1-4 классем хушшинче малти вырăна Селюшкина Т. тата Моторкина Виктория ĕҁĕсем йышăнчĕҁ. Шишкин Денис тунă ĕҁ те кăмăла кайрĕ.
5-11 класра вĕренекен ачасем хушшинче уйрăмах 5 – мĕш класс ачисем маттур пулчĕҁ. 1 вырăн – Маряшкина Виктория, 2 вырăн - Ильина Оксана, 3 вырăн –Ермакова Алина.
Маттур, ачасем! Пурне те пысăк тав!