Муркаш районĕнчи Юнкăри С.М.СМихайлов ячĕпе хисепленсе тăракан пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрнине ирттерни (акан 18-25-мĕшĕ)
1. Акан 18-мĕшĕ-тунти кун- вăйă –викторина кунĕ.
Брейн-ринг «Мĕн?Ǎҫта? Хăҫан?
Ку вăйă 10 тата 11-мĕш классенче иртрĕ. Вĕренекенсем тăван чĕлхепе, литературăпа тата тăван ен культурипе ҫыхăннă 39 ыйту ҫине хуравларĕҫ, тĕрлĕ ĕҫсем турĕҫ.10-мĕш классем хушшинче хăйсен пултарулăхне Тепева Мария тата Михайлова Екатерина кăтартрĕҫ. Вĕсем чи маттуррисем пулчĕҫ. 11-мĕш классем хушшинче чи маттурри вара Никольская Дарья пулчĕ. Вăл 3 ыйтăва кăна тĕрĕс хуравлаймарĕ.
Литература викторини.
Викторина 9 –мĕш классем хушшинче пулса иртрĕ. Викторинăра тĕрлĕ тапхăрти ҫыравҫăсен кун-ҫулĕпе, пултарулăхĕпе ҫыхăннă кăсăклă ыйтусем пулчĕҫ. Пурĕ 12 ыйту ҫине хурав памалла. Ку класра вĕренекенсем хушшинче чи тавҫăрулли те чи маттурри Никольская Ульяна пулчĕ. Литературăна аван пĕлнине кăтартрĕ. 12 ыйтуран пур ыйтăвĕ ҫине те тĕрĕс хурав парса малти вырăна тухрĕ.
«Асамлă уй» вăйă 6-мĕш класра иртрĕ. Ку вăйăра вĕренекенсен И.Я.Яковлев пурнăҫĕпе пултарулăхне, унăн хайлавĕсене пĕлнине тĕрĕслекен ыйтусемпе ĕҫлеме тӳр килчĕ. Вăйă ҫĕнтерӳҫи вара Ефремова Арина пулчĕ.
2. Акан 19-мĕшĕ-ытлари кун-конкурссен кунĕ.
Литература хаҫачĕсен конкурсĕ.
Шел пулин те, ку конкурса икĕ класс веренекенĕсем кăна хутшăнчĕҫ: 7-мĕшсем тата 6-мĕш классем. Хаҫатра Иван Яковлев уҫнă Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн кун-ҫулĕ пирки, унтан вĕренсе тухнă чăваш ҫыравҫисем пирки пухнă материал пулчĕ. 7 –мĕш класс вĕренекенĕсем кăларнă хаҫат пурин кăмăлне те кайрĕ.
Сăвă вулакансен конкурсĕ.
Ку конкурса ытларах 8 –мĕш класс ачисем хутшăнчĕҫ. П.Хусанкай, Я.Ухсай, Л. Мартьянова сăввисем янрарĕҫ . Пуринчен те илемлĕ вулаканĕ вара Никольская Ульяна пулчĕ. Любовь Мартьянова ҫырнă «Юрамасть юлма» сăвва вуласа ҫепĕҫ сассипе пурне те кăмăла кайрĕ. 2-мĕш вырăн Макаров Кирилл йышăнчĕ.
И.Я.Яковлев калавĕсем тăрăх ӳкернĕ ӳкерчĕксен конкурсĕнче чи илемлĕ ӳкерчĕк 7-мĕш классра вĕренекен Романова Ксюшăн пулчĕ. Вăл И.Яковлевăн «Сармантей» калавĕ тăрăх тунă ӳкерчĕк чи хитри пулчĕ.
3. Акан 20-мĕшĕ- юн кун- ҫулҫӳрев кунĕ.
Ку кун 5-мĕш класс ачисем шкул музейĕнче пулса курчĕҫ. 9-мĕш класра вĕренекенсем «Иван Яковлев ҫĕр-шывĕнче» видеофильмпа паллашрĕҫ. 7 тата 8-мĕш классенче «Чăваш чĕлхишĕн хыпса ҫуннă ăсчах» Иван Яковлева халалланă мультемедиллĕ презентаци куравĕ пулчĕ. 10-мĕшсем вара «Иван Яковлев» кинолента курчĕҫ.
4. Акан 21 –мĕшĕ- кĕҫнерни кун- уҫă урок кунĕ.
Уҫă урок 6-мĕш класра иртрĕ. И.Г.Михалкина вĕрентекен чăваш чĕлхипе вăйă –урок ирттерчĕ. Ачасем 2 ушкăн пулса ăмăртрĕҫ. Ǎмăртури ĕҫсем тăван чĕлхене мĕнле пĕлнине хак пама пулăшрĕҫ. «Маттуррисем» ушкăн тăван чĕлхене лайăхрах пĕлнипе палăрчĕ. Ǎмăртура маттур пулнăшăн «5» паллăсене тивĕҫрĕҫ.
5. Акан 22-мĕшĕ-эрне кун-ăмăрту кунĕ.
11-мĕш класс ачисем хушшинче «Кам чăваш чĕлхине лайăхрах пĕлет?» ăмăрту иртрĕ. Вĕренекенсем 2 ушкăн пулса ăмăртрĕҫ: «Чĕкеҫсем» тата «Пултаруллисем». Икĕ ушкăнĕ те тăван чĕлхене мĕнле шайра пĕлнине кăтартрĕ . Иван Яковлев пурнăҫĕпе, пултарулăхĕпе ҫыхăннă ыйтусене те хуравлама тӳр килчĕ. Ǎмăрту тан шутпа вĕҫленчĕ. Нихăш ушкăнĕ те парăнасшăн пулмарĕ. Ушкăнра маттур ĕҫлекенсене палăртса хăвармалла. 1-мĕш ушкăнра Никольская Дарья, 2-мĕш ушкăнра вара Шурнеева Анастасия чи пултаруллисем пулчĕҫ.
8 –мĕш класра тăван чĕлхене чи лайăх пĕлекенни Ильина Екатерина пулчĕ. Вăл 10 ыйтуран 8 ыйту ҫине тĕрĕс хуравласа мала тухма пултарчĕ.
Юлашкинчен 5-9-мĕш классем хушшинче квест-вăйă иртрĕ.
Тĕрлĕ ĕҫсем пурнăҫласа 1-мĕш вырăна 8-мĕш класс ачисем ҫĕнсе илме пултарчĕҫ. 10-мĕш класс ачисем экспертсем пулчĕҫ.
6. Акан 25-мĕшĕ-эрнене пĕтĕмлетнĕ кун.
Çак кун шкулта пĕтĕм чăваш ачисен диктанчĕ пулчĕ. Диктанта ҫырма 5-7 , 10-мĕш классенче вĕренекенсем тата вĕрентекенсем кăмăл турĕҫ. Пурĕ 39 ĕҫ пулчĕ.
Классем хушшинчи ăмăртура 8-мĕшсем чи маттуррисем пулчĕҫ.